Ĕпхÿ хулинче пуйма шут тытнă пĕр çын раритет-автомобиле сутлăха тăратнă. Вăл сайт урлă 1981 çулта туса кăларнă ГАЗ-24-01 «Волга» сутма ĕмĕтленет. Автомобиль çинче такси «шашкисем» те пур. Хуçа çак пурлăхшăн 6 млн тенкĕ ыйтать.
Хурçă ут паянхи кун тĕлне пурĕ те 74,5 пин çухрăм кăна чупнă. Тавар хуçи автомобиле çакăн чухле хакланине тĕрлĕ сăлтавсемпе ăнлантарса парать. Чи пĕлтерĕшли - хальхи вăхăтра çакăн пек маркăллă автомобильсем çукпа пĕрех, вĕсене музейсем тăрăх салатса пĕтернĕ. Унсăр пуçне Волга» сахал чупни те (çакна спидометр çирĕплетет) хака ÿстерет имĕш.
Сутлăх валли хатĕрленĕ пĕлтерÿре автомобиль çинче оригиналлă таксомотор тата ЛЕН-В раци вырнаçтарнине, мĕнпур приборсене 1981 çулта таксопаркра лартнă пломбăсем пуррине кăтартнă. Çак транспорта ГИБДД тытăмĕнче шута илнĕ. Çав вăхăтрах кивĕ совет саманинчи патшалăх номерĕсем те пур иккен. Вĕсене тавар сутакан бонус шайĕнче пама хатĕр.