Новости
3 Апрелӗн 2020, 14:10

Дистанциллĕ вĕрентÿ икĕ эрнене тăсăлĕ

Апрель уйăхĕн 6-мĕшĕнчен дистанциллĕ вĕрентÿ вăй илĕ. Çак системăпа шкул ачисем икĕ эрне вĕренĕç. Асăннă хыпара регионти вĕрентÿ тата наука министрĕ Айбулат Хажин пĕлтернĕ.

Апрель уйăхĕн 6-мĕшĕнчен дистанциллĕ вĕрентÿ вăй илĕ. Çак системăпа шкул ачисем икĕ эрне вĕренĕç. Асăннă хыпара регионти вĕрентÿ тата наука министрĕ Айбулат Хажин пĕлтернĕ.
- Паянхи кун дистанциллĕ вĕрентÿ системи икĕ эрнене тăсăлать тесе калама пултаратăп. Ăнланатăп, регионта та, çĕршывра та йывăр лару-тăру. Коронавируса пула дистанциллĕ вĕрентÿ тăсăлма та пултарать. Енчен те регионта лару-тăру лайăхлансан, вĕрентÿ системи кирек хăш вăхăтра та йăлана кĕнĕ системăна куçĕ, - тенĕ Айбулат Хажин ĕнерхи брифинг вăхăтĕнче.
Паянхи кун республикăра 1318 шкул. Вĕсенче 500 пине яхăн ача ăс пухать.
Регионти ача сачĕсем апрель уйăхĕн 6-мĕшĕнчен малтанхи йĕркепе ĕçлеме пултарĕç.
- Лару-тăру кашни кун улшăнса пырать. Çавăнпа юлашки тулли информаци апрель уйăхĕн 3-мĕшĕнче паллă пулĕ, - тесе палăртнă Пушкăртстанри Вĕрентÿ министерствин пуçлăхĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас