- Ĕçлемен эрне тата çынсем хăйсене изоляциленĕ режим вăхăта перекетлеме пулăшрĕ. Çак эрне хушшинче хамăр тата ытти çĕршывсен опытне тĕпе хурса эпидемие хирĕç кĕрешме ресурссем хатĕрлерĕмĕр. Анчах хăрушлăх пур. Вирусологсем пĕлтернĕ тăрах, пĕтĕм тĕнчере, çав шутра пирĕн çĕршывра та эпидеми чикки иртмен. Çакна шута илсе апрель уйăхĕ вĕçĕччен канмалли кунсем пулĕç. Ĕçлекенсен ĕç укçине те сыхласа хăварăпăр, - тесе палăртнă президент.