Новости
5 Апреля 2020, 13:25

Виçĕ çынна çапса хăварнă та вырăнтан çухалнă

Кĕçĕр çĕрле паллă мар водитель Чекмагуш районĕн тĕп салинчи Пушкин урамĕнче виçĕ çуран çÿрекен çынна çапса хăварнă та вырăнтан çухалнă.

Кĕçĕр çĕрле паллă мар водитель Чекмагуш районĕн тĕп салинчи Пушкин урамĕнче виçĕ çуран çÿрекен çынна çапса хăварнă та вырăнтан çухалнă.
Çул-йĕр çинчи инкеке пула икĕ çынна, 33 çулти арçынна тата унăн вăтăрти мăшăрне, больницăна ăсатмалла пулнă. Вĕсем иккĕшĕ те хăнаран киле кайма пуçтарăннă. Кил хуçи хĕрарăмĕ урама çамрăк мăшăрсене ăсатма тухнă пулнă. Шăпах çав вăхăтра нуша автомобилĕ килсе тухнă та вĕсем çине пырса кĕнĕ.
Каярах ВАЗ-2115 автомобиль рулĕ умĕнче çак ялтах пурăнакан 35 çулхи арçын пулни паллă пулнă. Ăна маларах та алкоголь напитокĕ ĕçнĕ пуçпа руль умне ларнашăн водитель удостоверенийĕсĕр хăварнă иккен. Хальхинче те пакунлисем ăна шыраса тупса тытса чарнă чухне вăл самаях хĕрĕнкĕ пулнă.
Юрий СНЕГОПАД
Читайте нас