Пур хыпар та
Новости
6 Апрелӗн 2020, 12:35

Аграрисем уй-хире тухнă

Республикăри районсенче çурхи ĕçсем пуçланнă. Апрель уйăхĕн 3-мĕшĕ тĕлне 14 ял муниципалитетĕнчи çĕр ĕçченĕсем агротехника мероприятийĕсем тума пуçланă.

Республикăри районсенче çурхи ĕçсем пуçланнă. Апрель уйăхĕн 3-мĕшĕ тĕлне 14 ял муниципалитетĕнчи çĕр ĕçченĕсем агротехника мероприятийĕсем тума пуçланă. Тĕпрен илсен, ял хуçалăх производителĕсем кĕрхи культурăсене удобренисемпе апатлантараççĕ. Регионта вĕсене 400 пин гектар лаптăк çинче акнă. Уй-хирти нÿре сыхласа хăварас тĕлĕшпе анасем çине 10 районти хуçалăхсем тухнă. Çак енĕпе уйрăмах Буздяк районĕнчи çĕр ĕçченĕсем палăрнă. Вĕсем 1500 пин гектар çинчи нÿре тытса хăварнă. Тăхăр районта нумай çул ÿсекен курăксене апатлантараççĕ.
- Çуркунне ир килни уй-хире икĕ эрне маларах тухма хистерĕ. Март вĕçленме ĕлкĕреймерĕ, анасем çинче техника ĕçлет. Дюртюли, Илиш, Мияки, Чекмагуш, Туймазă районĕсенче кĕр тыррисене удобренипе апатлантарас ĕç пырать. Буздяк, Кушнареково, Чекмагуш районĕсенче нÿре сыхласа хăварас тесе çĕрĕн çÿлти сийне кăпкалатаççĕ. Çак ĕçе 1000 гектар çинче пурнăçланă. Ака-суха кампанине пур аграри районĕнче те пуçлатпăр. Кăçал пирĕн 2 млн та 58 пин гектар çурхи культурăсем акмалла. Халĕ кашни кун шутра, тухăç епле пуласси хамăртан килет. Чи кирли – çут çанталăк ан чăрмантартăр çеç, - тенĕ республика пуçлăхĕ тĕнче уçлăхĕнчи страницинче.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас