Новости
7 Апреля 2020, 06:39

Израильпе Раççей хушшинчи хутшăнусем

Кремль пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, апрель уйăхĕн 6-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин Израиль çĕршывĕн премьер-министрĕпе Биньямин Нетаньяхупа телефон урлă калаçнă. Калаçу Израиль çине тăнипе иртнĕ.

Икĕ ен паянхи куншăн çивĕч ыйтусене, пĕр-пĕрин хушшинчи ĕçлĕ çыхăнусене, коронавируспа çыхăннă инфекцие хирĕç пĕрле кĕрешессине сÿтсе явнă. Çавăн пекех Владимир Путин Нетаньяхуна еврей халăхĕн çывхарса килекен Песах (Мăнкун) уявĕпе саламланă. Вăл кăçал апрель уйăхĕн 8-мĕшĕнчен пуçласа 16-мĕшчен тăсăлать.Икĕ ен те тĕрлĕ енлĕ хутшăнусене малашне аталантарасси пирки калаçса татăлнă.
Израиль премьер-министрĕ Биньямин Нетаньяху РФ Президенчĕпе Владимир Путинпа Раççей тата Израиль гражданĕсем Тăван çĕршывĕсене таврăнасси пирки те сăмах хускатнă.
- Эпĕ Раççей Президенчĕпе Владимир Путинпа телефон урлă калаçрăм. Пирĕн хушăра питĕ ăшă калаçу иртрĕ. Эпир медицина оборудованийĕпе тĕрлĕ медицина хатĕрĕ туянасси тата граждансем килĕсене таврăнччăр тесе авиарейссем уçасси çинчен калаçса татăлтăмăр, - тенĕ Нетаньяху.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас