Пур хыпар та
Новости
7 Апрелӗн 2020, 19:40

Пушкăртстанри больницăсене 15 çĕнĕ ИВЛ аппаратпа тивĕçтерĕç

Çак эрнере Пушкăртстанри больницăсене 15 çĕнĕ ИВЛ (ÿпкесене искусствăлла майпа вентиляци тутармалли хатĕр) аппаратпа тивĕçтерĕç. Вĕсене республика бюджетĕнчи укçа-тенкĕпе туяннă. Çавăн пекех çывăх вăхăтра федераллă центртан хушма медицина хатĕрĕсем илсе килĕç. Çак хыпара апрель уйăхĕн 6-мĕшĕнче оперативлă канашлура Сывлăх сыхлав министерствин пуçлăхĕ Максим Забелин пĕлтернĕ.

Вăл каланă тăрăх‚ аппаратсемпе коронавирус инфекцийĕпе кĕрешекен больницăсене çеç тивĕçтерĕç. Пĕтĕмĕшле республикăра 1651 пациента госпитализацилемелли тата 1103 коронавирус чирĕпе чирлекенсене ыттисенчен уйрăм усрамалли вырăн уçма палăртаççĕ.
Хальхи вăхăтра персонал валли федераллă ведомство ыйтакан норматив тăрăх вĕрентÿ йĕркеленĕ. Унсăр пуçне эмелсен тата харпăр хăй хÿтĕленмелли хатĕрсен запасĕ те çителĕклĕ‚ – тенĕ министр.
Радий Хабиров министра тухтăрсене хÿтĕлев хатĕрĕсемпе тивĕçтерессине пысăк тимлĕх уйăрма хушу панă. «Пирĕн тухтăрсене упрамалла»‚ – тенĕ республика пуçлăхĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас