Пĕр талăк хушшинче Раççейре коронавируспа (чăвашла –кăшăлвирус) чирленисен шучĕ 1154 çынпа танлашнă. Çакăн пирки хаяр та хăрушă чирпе кĕрешекен оперативлă штаб пĕлтернĕ. Чи нумаййи Мускав хулинче – 697.
Апрелĕн 7-мĕшĕ тĕлне çĕршывра асăннă инфекцие 7497 пациентра тупса палăртнă. Сывалнисен шучĕ 494 çитет. Вилнисем – 58 çын (юлашки талăкра 11 çын).
Кăшăлвируспа чирлисене Раççейри 85 регионтан сакăр вун пĕрĕшĕнче тупса палăртнă. Пурĕ 795 пин тест туса ирттернĕ.
Пушкăртстанра çак кун тĕлне кăшăлвирус ертнĕ 12 çынна шута илнĕ, 9600 тест тунă. 106 çыннăн анлизĕсемпе тестчĕсем тухтăрсене иккĕлентереççĕ.