Пур хыпар та
Новости
8 Апрелӗн 2020, 12:25

1‚23 млрд тенкĕ уйăрса панă

Пушкăртстан кăшăлвируспа кĕрешме федераллă бюджетран 1‚23 млрд тенкĕ илме тивĕçнĕ. РФ Правительствин хушăвĕпе килĕшÿллĕн региона укçа çитнĕ.

Пушкăртстан кăшăлвируспа кĕрешме федераллă бюджетран 1‚23 млрд тенкĕ илме тивĕçнĕ. РФ Правительствин хушăвĕпе килĕшÿллĕн региона укçа çитнĕ. Кулленхи брифингра ПР Сывлăх сыхлав министерствин пуçлăхĕ Максим Забелин пĕлтернĕ тăрăх‚ укçа-тенкĕпе çĕнĕ условисенче ĕçлемелли сиплев сетьне йĕркелĕç. Çавăн пекех Covid-19 диагноз лартнă пациентсене сиплекен госпиталь базисене медицина хатĕрĕсемпе тивĕçтерĕç. Унсăр пуçне ИВЛ (ÿпкесене искусствăлла майпа вентиляци тутармалли хатĕр) аппарачĕсемпе çыхăнтарнă çĕнĕ вырăнсем уçĕç.
Унччен маларах Максим Забелин Пушкăртстанри больницăсенче 700 ИВЛ аппарачĕ пур тесе пĕлтернĕччĕ. Асăннă аппаратсемсĕр пуçне сывлăх сыхлав учрежденийĕсенче портативлă аппаратсем те усă кураççĕ. Кирлĕ пулсан‚ вĕсене наркозпа сывлав аппарачĕ пек усă курма пулать.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас