Пур хыпар та
Новости
8 Апрелӗн 2020, 19:10

Апрель уйăхĕнче ĕçлекенсен ĕç укçи виçи çав шайрах юлĕ

Апрель уйăхĕн 4-мĕшĕнчен пуçласа 30-мĕшĕччен ĕçлекен Раççей çыннисене ĕç укçине яланхи пекех тÿлĕç, ăна икĕ хут ÿстерме палăртман. Ĕç паракан (работодатель) тÿлеве хăй çеç ÿстерме пултарать тенĕ Раççейри ĕç енĕпе ĕçлекен ведомствăн пресс-служби.

Ĕçлемен кун уяв тата канмалли кунсен шутне кĕменнине пула асăннă кунсенче тăрăшакансен тÿлевĕ яланхи пекех пулать.
Раççей Президенчĕн хушăвĕ тăрăх 2020 çулхи апрель уйăхĕн 4-мĕшĕнчен пуçласа 30-мĕшĕччен ĕçлемен кунсенче ĕç укçийĕ сыхланса юлать.
«Çапла майпа оклад тăрăх илекен ĕçченсен тÿлевĕ ĕçлемен кунсемшĕн яланхи пекех пулать. Урăхла каласан, уйăхсерен тÿленекен ĕç укçийĕ улшăнмасть.
Ĕç калăпăшне кура илекен çынсен тÿлевĕ (сдельная оплата) асăннă кунсенче тăрăшнишĕн работодатель норма акчĕ тăрăх хушса тÿлеме пултарать», - ăнлантарса панă Раççейри Ĕç министерствинче.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Читайте нас