Пур хыпар та
Новости
8 Апрелӗн 2020, 12:30

Хĕвелтухăç аталанăвĕпе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă

Владимир Путин çак эрне пуçламăшĕнче Кремельте правительствăн вице-премьерне, Инçет Хĕвелтухăç федераллă округĕн полномочиллĕ представительне Юрий Трутнева тата Хĕвелтухăçне аталантарас енĕпе ĕçлекен министерство пуçлăхне Александр Козлова йышăннă. Тĕл пулу вăхăтĕнче Хĕвелтухăç тата Арктика аталанăвĕпе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă.

-Эпир малтанах каланăччĕ, президент пĕчĕк йышпа пуçтарăнакан тĕлпулусене ирттерме пăрахман. Унта хутшăнакансем пурте çирĕп те тĕплĕ медицина тĕрĕслевĕсем витĕр иртеççĕ. Çавăн пекех вĕсене малтанах кăшăлвирусран тест иртме те хушаççĕ, - тенĕ Д. Песков президентăн пресс-секретарĕ.
Дмитрий Песков çирĕплетнĕ тăрăх, В.Путин Ю.Трутневпа тата А.Козловпа тĕл пулма Ново-Огаревăран килсе çитнĕ. «Президент халăх йышлă çÿрекен вырăнсенче пулмасть. Пур асăрхану, сыхлану мелĕсене те пăхăнать», - çирĕплетнĕ пресс-секретарь. Çаплах вăл Владимир Путин врач хушнă пек кăшăлвирусран тест пани çинчен те пĕлтернĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас