Новости
8 Апреля 2020, 09:05

Суя хыпаршăн – 30 пин штраф

Чекмагуш районĕнче пурăнакан 30 çулти арçынна социаллă сетьре суя хыпар сарнăшăн судпа айăпланă. Март уйахĕн 20-мĕшĕнче вăл тĕнче тетĕлĕнчи пĕр ушкăнра кăшăлвирус инфекцийĕ çинчен çĕнĕ хыпар вуланă та шухăласа тăмасăр коментари çырма васканă. Çапла майпа вулакансем патне тĕрĕс мар информаци илсе çитернĕ

Чекмагуш районĕнче пурăнакан 30 çулти арçынна социаллă сетьре суя хыпар сарнăшăн судпа айăпланă. Март уйахĕн 20-мĕшĕнче вăл тĕнче тетĕлĕнчи пĕр ушкăнра кăшăлвирус инфекцийĕ çинчен çĕнĕ хыпар вуланă та шухăласа тăмасăр коментари çырма васканă. Çапла майпа вулакансем патне тĕрĕс мар информаци илсе çитернĕ.
«Хайĕн текстĕнче коментари паракан темле пулма пултарайман хĕрарăм пирки сăмах хускатнă, унăн сăмахĕсене илсе кăтартнă. Çак хĕрарăм медицина учрежденинче ĕçлет имĕш. Саккуна пăсса тунă адмистративлă ĕç материалĕсене суда ярса панă»,- тесе пĕлтернĕ ПР Шалти ĕçсен минитерствин пресс-службинче.
Суд айăпа кĕнĕ çынна 30 пин штраф тÿлемелле тунă. Арçын полицейскисене хăй çапла киревсĕр ĕç тунăшăн ÿкĕннине пĕлтернĕ.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас