Пур хыпар та
Новости
9 Апрелӗн 2020, 11:55

Виçĕ çула çитменнисене - пилĕкшер пин тенкĕ

Раççей Президенчĕ Владимир Путин коронавируспа çыхăннă çăмăл мар лару-тăру вăхăтĕнче ачаллă çемьесене хушма пулăшу парасси çинчен калакан указа (кун пирки çĕршыв пуçлăхĕ граждансене сенкер экран урлă малтанах пĕлтернĕччĕ) алă пуснă.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин коронавируспа çыхăннă çăмăл мар лару-тăру вăхăтĕнче ачаллă çемьесене хушма пулăшу парасси çинчен калакан указа (кун пирки çĕршыв пуçлăхĕ граждансене сенкер экран урлă малтанах пĕлтернĕччĕ) алă пуснă. Указ тексчĕпе килĕшÿллĕн виçĕ уйăх хушши, апрель-июнь уйăхĕсенче, виçĕ çула çитичченхи ачасене пурне те пилĕкшер пин тенкĕ хушма пулăшу парĕç. Расхучĕсене правительство саплаштарĕ. Çавăн пекех РФ Министрсен Кабинечĕ тÿлевĕн йĕркине тата условийĕсене палăртнă.
Укçа илессипе çыхăннă ыйтусене халăха социаллă пулăшу паракан учрежденисенче 2020 çулхи октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕччен йышăнаççĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас