Ĕпхÿ хулинче «Башкирский холод» уçă акционерлă общество никĕсĕ çинче мороженăй кăларакан çĕнĕ фарбрика хута яма палăртаççĕ. Çакăн пирки ПР Правительствин «Инвестсехетĕнче» «Интел КО» («Нерал» ГК) компанин финанс департаменчĕн директорĕ Владимир Онацкий пĕлтернĕ.
Пĕтĕмĕшле çак ĕçе пурнăçа кĕртме инвестици шайĕнче 1,4 млрд тенкĕ нухрат кирлĕ. Паянхи кун ыйтнипе кăларнă производство линисене хута ямалли хатĕрсене туянассипе контракта алă пусса çирĕплетнĕ. Çĕнĕ объекта тумалли вырăна уйăрса парасси çинчен калакан хута та çывăх вăхăтра памалла.
Власть тытăмĕнчи тÿресемпе компание налук çăмăллăхĕсемпе тата оборудовани туянма субсиди уйăрса парасси пирки те калаçса татăлнă.