ОПЕК (нефте экспорта яракан çĕршывсен организацийĕ) пĕрлĕхне кĕрекен çĕршывсен министрĕсем «пысăк çирĕм çĕршыв» членĕсемпе пĕрле иккĕмĕмĕш васкавлă ларура (вăл вырсарни кун каçхине иртнĕ) пурте пĕр шухăшлă пулса май-июнь уйăхĕсенче нефть кăларассине чакарма калаçса татăлнă. Çакă нефть хакне ÿстерме тата ăна пĕр шайра тытса тăма май парĕ.
Апрель уйăхĕн 12-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин, АПШ Президенчĕ Дональд Трамп тата Сауд Аравийĕн патши Сальман Бен Абдель Азиз Сауд телефон урлă ОПЕК çĕршывĕсем тунă килĕшĕве ырласа йышăннă. АПШ Президенчĕ Дональд Трамп Раççей Президентне Владимир Путина тата Сауд Аравийĕн патшине Сальман Бен Абдель Азиз Сауда ăнăçлă килĕшÿшĕн тав тунă. Çакă Пĕрлешÿллĕ штатсенчи энергетика отраслĕнчи çĕршер пин ĕç вырăнĕ сыхласа хăварма май парĕ.
- Эпĕ Раççей Президентне Владимир Путина тата Сауд Аравийĕн патшине Сальман Бен Абдель Азиз Сауда тав тăвасшăн. Вĕсемпе эпĕ халĕ çеç телефон урлă калаçрăм. Пирĕншĕн пуриншĕн те питĕ ăнăçлă та тухăçлă калаçу иртрĕ, - тенĕ Америка пуçлăхĕ.
Иран нефть министерстви пĕлтернĕ тăрăх, килĕшĕве пурнăçлас ĕçе 23 патшалăх хутшăнĕ. Калаçса татăлнă пек вĕсем талăкне 9,7 млн баррелей сахалрах нефть уçлĕç. Мексика çĕршывĕ çак килĕшĕве хутшăнса май-июнь уйăхĕсенче нефть кăларассине талăкне 100 пин баррелей чакарассине пĕлтернĕ.
Нефть калăпăшне чакарассипе çыхăннă ăнланманлăх çĕршывсем хушшинче март уйăхĕнче сиксе тухнă. Ун хыççăн массăллă информаци хатĕрĕсем Сауд Аравийĕ нефть уçлассине талăкне 10-12 млн баррелей ÿстерме, унăн хакне чакарма палăртни çинчен пĕлтернĕччĕ. Тепĕр темиçе кунтан нефть рынокĕн калăпăшĕ 30 процента чакса ларнă. Çавна май тенкĕ шайĕ те долларпа тата европа танлаштарсан йÿнелнĕ. Раççей компанийĕсен акцийĕсем хăйсен позицийĕсене çухатма пуçланă.