Пур хыпар та
Новости
13 Апрелӗн 2020, 11:15

Çул-йĕр çинче тумалли ĕçсен калăпăшĕ кăçал та пысăк

Кăçал Пушкăртстанра çулсене юсама ытти çулсемпе танлаштарсан икĕ эрне маларах пуçланă. «Хăрушлăхсăр тата паха çулсем» наци проекчĕ шайĕнче тума палăртнă ĕçсен планĕсем республикăн пысăк.

Кăçал Пушкăртстанра çулсене юсама ытти çулсемпе танлаштарсан икĕ эрне маларах пуçланă. «Хăрушлăхсăр тата паха çулсем» наци проекчĕ шайĕнче тума палăртнă ĕçсен планĕсем республикăн пысăк. Кунта 303,09 çухрăм палăртнă çулсене нормативсене пăхăнса йĕркене кĕртмелле, 248 çул-йĕр знакĕсене вырнаçтармалла, 1200 метр çуран çÿрекенсен çулĕсене карта тытмалла, 23 светофор лартмалла, 3 çăк тата габаритсене тĕрĕслемелли автоматлă пункт тумалла тата çул-йĕр çинче йĕркене пăснине видефиксаци тăвакан 459 камера вырнаçтармалла.
Çак ĕçсене пурнăçлама республика бюджетĕнчен 5,1 млрд тенкĕ, федераци хыснинчен 2,2 млрд ытла уйăрĕç.
-Хальхи вăхăтра подрядчиксем палăртнă 107 объектран 17-шĕ çине тухнă. Çапла тума çанталăк условийĕсем лайăх тăни çеç мар, конкурс процедурисене вăхăтра ирттерни те пулăшрĕ,- тесе пĕлтернĕ ПР Транспорт тата çул-йĕр патшалăх комитечĕн ĕртÿçи Алан Марзаев.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас