Пур хыпар та
Новости
14 Апрелӗн 2020, 11:50

«БашАгроМаш» продукци калăпăшне ÿстерĕ

«БашАгроМаш» Çтерлĕ районĕнче ял хуçалăх машинисене туса кăлармалли калăпăша ÿстерĕ. Çак хыпара ПР Правительствин «Инвестсехет» вăхăтĕнче предприятийĕн тĕп директорĕ Рамиль Багаутдинов пĕлтернĕ.

«БашАгроМаш» Çтерлĕ районĕнче ял хуçалăх машинисене туса кăлармалли калăпăша ÿстерĕ. Çак хыпара ПР Правительствин «Инвестсехет» вăхăтĕнче предприятийĕн тĕп директорĕ Рамиль Багаутдинов пĕлтернĕ.
«БашАгроМаш» тĕп директорĕ Çтерлĕ районĕнче пурлăх базине аталантарассипе тата ял хуçалăх машинисене туса кăлармалли калăпăша ÿстерессипе инвестпроекта пурнăçлать. Туса кăларакан техника Раççей Минпромторгăн тата Росагролизингăн çăмăллăхпа усă куракан программисене хутшăнма пултарать.
ПР Ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов палăртнă тăрăх‚ импорт продукцийĕсен хакĕсем самаях ÿснĕ вăхăтра асăннă проекта аталантарма тивĕçлĕ пулăшу памалла.
- Çакăн пек предприятисем аталанни савăнтарать. Çавăнпа ПР Ял хуçалăх тата ПР Промышленноçпа энерги министерствисене кирлĕ сĕнÿсем хатĕрлеме ыйтатăп‚ – тенĕ Радий Хабиров.
Март уйăхĕнче инвестор продукци тĕслĕхĕсене «Агрокомплекс» ятарлă выставкăна тăратнă. Унăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх‚ Пушкăртстан пуçлăхĕ предприяти представителĕсене «Инвестсехете» хутшăнма йыхравланă.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас