Новости
15 Апреля 2020, 07:15

Белая юхан шыв тăрăх Ĕпхÿри НПЗ продукцине турттарма пуçланă

Белая юхан шыв тăрăх карап çÿревĕ уçăлнă. «БашВолготанкер» компанин пĕрремĕш йышĕ Ĕпхури нефтьрен продукци туса кăларакан заводăн (НПЗ) нефть тултармалли причалĕнчен Нагаевский куçарса тиемелли комплекс патне çул тытнă. Кайран продукцие пысăк тиевлĕ карапсемпе Санкт-Петербургри порта çитерĕç.

«БашВолготанкер» пулăшăвĕпе питĕрех «Роснефть» компани усă курать. Карап çÿретмелли компанин тĕп ĕçĕ Ĕпхÿри нефть продукцине вырăна çитерессипе çыхăннă. Ку сезонра 1 млн тонна яхăн Пушкăртстан нефть продукцине шыв тăрăх турттарма палăртаççĕ. Çак ĕçе пурнăçлама 100 яхăн танкерпа баржăна хута ярĕç.
Çăк турттаракан карапсене çÿретес тесен юхан шывăн тарăнăшĕ 4 метртан кая пулмалла мар. Пысăк тиевлĕ тата круизлă карапсем ирĕклĕ çÿреччĕр тесе 2017 çултан пуçласа Белая юхан шыва тарăнлатмалли ĕçсем пыраççĕ.
Ĕпхÿри карап çÿретмелли «БашВолготанкер» компание Самарти «Волжское нефтеналивное пароходство «Волготанкер» пуçарса янă. «БашВолготанкер» компанин устав капиталĕ 69,9 млн тенкĕпе танлашать, ĕçлекенсен йышĕ 900 çынна яхăн.
Читайте нас