Пур хыпар та
Новости
15 Апрелӗн 2020, 14:50

ДПС инспекторĕсем йĕрке пăсакан водителе хăваланă

Пишпÿлек районĕнчи Михайловка ялĕнче профилактика мероприятийĕсем ирттернĕ вăхăтра ГИБДД ĕçченĕсене «Лада Приора» водителĕ кăсăклантарнă. Вăл багажникра пассажир лартса çÿренĕ. Полици ĕçченĕсем саккуна пăсакан çынна темиçе хутчен рупор урлă чарăнма ыйтнă. Анчах лешĕ пакунлисем каланине шута илмен‚ вырăнтан тарса пытанма шутланă.

Саккуна пăсакана ДПСăн икĕ экипажĕ йĕрленĕ. Часах водитель машинăна тытса пынă чухне автомобиль енчен-енне çапкаланма тытăннă та тимĕр ут кювета ÿпĕннĕ.
- Салонта пилĕк çын пулни паллă. Телее‚ вĕсенчен пĕри те инкек курман. Пакунлисем арçынна ярса тытнă чух вăл самаях хĕрĕнкĕ пулнă. Водитель - 29 çулхи Пелепей çынни. Паянхи кун çул-йĕр правилисене пăсакан тата медицина тĕрĕслевне иртме хирĕç пулнă водителе административлă яваплăх тыттарнă‚ – тесе пĕлтернĕ ведомствăра.
Автомобиле штрафстоянкăна вырнаçтарнă.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас