Пур хыпар та
Новости
15 Апрелӗн 2020, 13:00

Пушкăртстанра сĕт суса илесси ÿснĕ

Республикăри ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче сĕт суса илесси 9% ÿснĕ. Апрель уйăхĕн 13-мĕшĕ тĕлне регионти ял хуçалăх отраслĕ 197 пин тонна (иртнĕ çулхипе танлаштарсан, 18 пин тонна ытларах) сĕт суса илнĕ.

Сĕт сăвăмĕ пысăк инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртекен хуçалăхсенче ытларах ÿсет. Çак вăхăт тĕлне Мелеуз районĕнчи ял хуçалăх производителĕсем - 3,7 пин тонна, Ермеккей районĕнче - 3,2 пин тонна, Чекмагуш районĕнче 2,1 пин тонна ытларах сĕт суса илнĕ. Çакă ахальтен мар. Мелеуз районĕнче «Ашкадарский» ял хуçалăх предприятийĕ пĕлтерĕшлĕ инвестици проектне пурнăçа кĕртет. Ермеккей çĕрĕ çинче 2800 пуç вырнаçмалăх «Северная Нива Башкирия» ООО сĕт комплексне хăпартса пĕтереççĕ. Чекмагуш районĕнчи «Базы» ял хуçалăх предприятийĕнче те çĕнĕ сĕт ферми хута янă.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас