Пур хыпар та
Новости
15 Апрелӗн 2020, 13:25

Тыл ĕçченĕ 90 çул тултарнă

Ытти çынсенни пекех О.М. Воронцован вăрçă тата вăрçă хыççăнхи пурнăçĕ йывăр ĕçре, хуйхă-суйхăра тата хурлăхра иртнĕ.

Ытти çынсенни пекех О.М. Воронцован вăрçă тата вăрçă хыççăнхи пурнăçĕ йывăр ĕçре, хуйхă-суйхăра тата хурлăхра иртнĕ. Хурипе шуррине сахал мар ас тивме тÿр килнĕ пулин те унра чун хĕлхемĕ сÿнмен. Вăл - паян кун та пуç усма пĕлмен мал ĕмĕтлĕ кинеми.Уншăн ăна пурнăçĕ те тав тăвать.
- Турă çапла çырнă пулĕ. Паллах, вăл мана çавăн чухлĕ вăрăм ĕмĕр парнелерĕ, - тет тыл ветеранĕ.
Ольга Михайловнăна паллă кун ячĕпе саламлама Кармаскалă районĕнчи депутатсен Канашĕн секретарĕ Айрат Саитгалин тата Тинĕскÿл ял хутлăхĕн администраци пуçлăхĕ Наталья Иванова килнĕ. Вĕсем 90 çула çитнĕ кинемее çирĕп сывлăх та вăрăм ĕмĕр суннă.
Надежда РОДИОНОВА. Кармаскалă районĕ.
Читайте нас