Пур хыпар та
Новости
15 Апрелӗн 2020, 15:55

Вунă район акана тухнă

Апрель уйăхĕн 13-мĕшĕнче Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров министерствăсемпе ведомствăсен пуçлăхĕсемпе черетлĕ канашлу ирттернĕ. ПР Правительствин Премьер- министрĕн çумĕ, ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов республикăри çурхи ака ĕçĕсен лару-тăрăвĕпе паллаштарнă.

Апрель уйăхĕн 13-мĕшĕнче Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров министерствăсемпе ведомствăсен пуçлăхĕсемпе черетлĕ канашлу ирттернĕ. ПР Правительствин Премьер- министрĕн çумĕ, ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов республикăри çурхи ака ĕçĕсен лару-тăрăвĕпе паллаштарнă.Ял хуçалăх министрĕ палăртнă тăрăх, иртнĕ эрнере уй-хирти çурхи ĕçсем тепĕр 17 районта пуçланнă. Апрель уйăхĕн 11-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсем 63,3 пин гектар лаптăк çинчи (пĕр эрне хушшинче 51 пин гектар) (16%) кĕрхи тырăсене им-çампа апатлантарнă, 141,6 пин гектар çĕр çинчи (эрне хушшинче 137,4 пин гектар) (15 %) нÿре сыхласа хăварнă. 28,5 пин гектар лаптăк çинчи нумай çул ÿсекен курăксене те им-çампа апатлантарнă.
- Апрелĕн 14-мĕшĕ тĕлне вунă район аграрийĕсем ир пулакан çурхи культурăсене акма пуçланă. Дюртюлипе Илиш районĕсенче çак ĕç уйрăмах кал-кал пырать. Кунта 2,1 тата 1,8 пин гектар ирхи культурăсене акнă, - палăртнă ПР ял хуçалăх министерствин пресслужби.
Çавăн пекех иртнĕ эрне вĕçне республикăри хуçалăхсем 49,1 пин тонна минераллă удобрени туяннине пĕлтернĕ. 2020 çулхи ака ĕçĕсене ирттерме 80 пин тонна им-çам кирлĕ пулĕ.
Малалла ПР Правительствин Премьер-министрĕн çумĕ, ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов муниципалитетсенче тракторсене техосмотр ирттересси, ял хуçалăх предприятийĕсене çунтармалли тата сĕрмелли материалсемпе тивĕçтересси пирки сăмах хускатнă. Районсем «Розагролизинг» АОн çăмăллăх паракан программине хутшăнни çинчен уйрăм калаçу пулнă. Республикăри 28 муниципалитет техника туянма халĕ те заявка паманнине палăртнă.
Надежда АЛЕКСЕЕВА.
Читайте нас