Пур хыпар та
Новости
15 Апрелӗн 2020, 14:55

Юбилей тĕлне - виç çĕр сехет

Республика Элтеперӗн администрацийӗ алла ҫыхмалли сехет туянать.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн администрацийӗ алла ҫыхмалли сехет туянать. Пӗтӗмпе 300 штук. Вӗсенчен ҫурри - хӗрарӑмсем валли, тепӗр ҫурри арҫынсене тивĕçĕ. Сехечӗ ахальли мар. Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑскер.

Сехет хатӗрлекен валли 779 100 тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, пӗр сехет хакӗ 2 пин те 597 тенке ларӗ. Контракта алӑ пуснӑ хыҫҫӑн сехете 10 кунта хатӗрлесе памалла.

Сехет классика формиллӗ пулмалла. Циферблатӑн варринче Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ ӳкерчӗк вырнаҫтармалла. Сехетӗн хыҫал енне «От главы Чувашской Республики» (чӑв. Чӑваш Республикин Элтеперӗнчен) тесе ҫырса хурӗҫ. Ăна латуньтен хатӗрлӗҫ. Вӑл ылтӑн евӗр тӗслӗ. Арҫын сехечӗн диаметрӗ 38 мм, хӗрарӑмӑн 28 мм пулӗ.
Читайте нас