Новости
16 Апреля 2020, 06:40

РФ Патшалăх Думинче сахал ĕç укçи илекенсене тупăш налукĕнчен хăтарма сĕннĕ

Патшалăх Думин депутачĕсем çынсен ĕç укçин шайĕ икĕ МРОТран сахалрах пулсан тупăшăн 13% тытса юлакан налукран хăтарма сĕннĕ.

Патшалăх Думин депутачĕсем çынсен ĕç укçин шайĕ икĕ МРОТран сахалрах пулсан тупăшăн 13% тытса юлакан налукран хăтарма сĕннĕ.
Астутарасшăн, 2020 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Раççейре уйăхсерен илекен ĕç укçин чи пĕчĕк виçи 12 130 тенкĕпе (Пушкăртстанра 13 949 тенкĕ) танлашать. Саккун проекчĕпе килĕшÿллĕн, çыннăн уйăхри ĕç укçи 24 260 тенкĕрен сахалрах пулсан, унран тупăш налукĕ (НДФЛ) тытса юлмĕç.
Асăннă саккун проектне парламентăн аял палатинче пăхса тухма хушнă.
Çак çĕнĕлĕхе пурнăçлама РФ Патшалăх Думин вице-спикерĕ Игорь Лебедев, Борис Пайкин, Дмитрий Свищев, Ярослав Нилов, Алексей Диденко депутатсем тата Сергей Леонов сенатор сĕннĕ.
Асăннă мера сахал тупăшлă граждансемшĕн пулăшу вырăнне пулĕ.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Читайте нас