Новости
16 Апреля 2020, 06:30

Владимир Путинпа Эмомали Рахмон хушшинчи калаçу

Раççей Президенчĕ Владимир Путин телефон урлă Таджикистанри ĕçтешĕпе Эмомали Рахмонпа кăшăлвируспа çыхăннă лару-тăрăва сÿтсе явнă.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин телефон урлă Таджикистанри ĕçтешĕпе Эмомали Рахмонпа кăшăлвируспа çыхăннă лару-тăрăва сÿтсе явнă.
Калаçу Рахмон пуçарăвĕпе иртнĕ. Таджикистан лидерĕ Раççей паракан гуманитари пулăшăвĕшĕн тав тунă. Çавăн пекех президентсем суту-илÿпе экономика сферинче икĕ енлĕ ĕçлĕ çыхăнусене аталантарасси пирки калаçнă.
Джонсон Хопкинс университечĕн кăтартăвĕсем тăрăх, апрель уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне Таджикистанра усал вируспа чирленĕ пĕр тĕслĕх те тупса палăртман. Апрель уйăхĕн 10-мĕшĕнче Таджикистанри ют çĕршывсен министерстви ют çĕршыв çыннисене тата гражданство çуккисене патшалăх чиккин пропуск пункчĕсенче çĕршыва кĕрсе çÿрессине вăхăтлăха чарасси çинчен пĕлтернĕ. Çак мерăна çĕршыва чир ертессинчен сыхланас тĕлĕшпе йышăннă.
Çав кунах РФ çын прависен уполномоченнăйĕ Татьяна Москалькова Раççейре çĕршывран кăларса ямалли Таджикистан гражданĕсем пуррине пĕлтернĕ. Таджикистан хăйĕн чиккисене хупнă май вĕсене каялла йышăнмасть. Лару-тăрăва шута илсе посольствăпа тата асăннă патшалăхăн обудсменĕпе калаçу ирттермелле.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас