Новости
18 Апреля 2020, 12:00

Çĕнтерÿ парачĕ кăшт каярах иртĕ

Аслă Çĕнтерÿ 75 çул çитнине халалланă Мускаври Хĕрлĕ площадьри парад май уйăхĕн 9-мĕшĕнче мар, кăшт каярах иртĕ. Çакăн çинчен РФ Президенчĕ Владимир Путин Раççейри Хăрушсăрлăх Канашĕн ларăвĕнче пĕлтернĕ. Тĕп сăлтавĕ те паллă – вăл кăшăлвирус пандемийĕпе çыхăннă лару-тарăва пула.

Апрель уйăхĕн 15-мĕшĕнче çĕршыври 12 ветерансен организацийĕ президентран Çĕнтерÿ парадне йĕркелессине урăх вăхăта куçарма ыйтнă. Вĕсен шухăшĕпе мероприяти вăхăтĕнче никам та сывлăх хăрушсăрлăхĕ пирки гаранти пама пултараймасть. Ветерансем ăна урăх вăхăтра, эпидемиологи лару-тăрăвĕ лайăхлансан, ирттерме сĕннĕ. Ун чухне уяв чăн-чăн тăнăçлăх тата хăрушсăрлăх мероприятийĕ пулса тăрĕ тесе шутлаççĕ аслă ăрури çынсем.
Маларах Кремль кăшăлвирус инфекцийĕ аталаннине пула, хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнса, парада ветерансене хутшăнтарасшăн пулман.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас