Пушкăртстанра обществăлла транспортпа çÿрекенсене маска тата перчетке тăхăнма хушнă. Кун çинчен республика пуçлăхĕн апрель уйăхĕн 17-мĕшĕнче кăларнă хушăвĕнче СОVID-19 инфекци хăрушлăхĕнчен сыхланмалли хушма мерăсем çинчен калакан документра çырнă. Асăннă йĕркесене чугун çул станцийĕсенче, чарăнусенче, вакунсенче, пур автобуссенче те пăхăнмалла.
- Харпăр хăй сыхлану мелĕсемпе усă курăр, ытти çынсенчен 1,5-2 метр хушă тытăр, алăсене супăньпе лайăх çăвăр, телефон, гаджетсене, пластик карточкăсене тата ытти тăтăшах усă куракан япаласене дезинфекци шĕвекĕсемпе сăтăрăр, питĕре алăсемпе ан тытăр, - сĕнеççĕ санитари тухтăрĕсем.