Республикăри ял тăрăхĕсенче пурăнакан 212 çемье çак кунсенче пурăнмалли çурт-йĕр сертификачĕсен хуçисем пулса тăнă. Пĕтĕмĕшле çак ĕçе пурнăçлама патшалăх 371 млн тенкĕ уйăрнă.
Асăннă çăмăллăхсене ялта пурăнакансем «Ял территорийĕсене комплекслă аталантарасси» республика программипе килĕшÿллĕн илме пултарнă. Сертификатсене парассине муниципалитетсенче йĕркеленĕ. Сăмахран, Кармаскалă районĕнче пурăнмалли условисене çĕнетме çичĕ çемье патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ. Вĕсен шутĕнче хресченпе фермер хуçалăхĕнсен ертÿçисем, «Синегерия» тата «Алатау» ОООсен ĕçченĕсем. Кашни çемьене тивĕçекен укçа-тенкĕ виçи 700 пинрен пуçласа 2 млн тенке çитет.
Регионти Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, проекта пурнăçа кĕртекен оператор шăпах вăл, тÿлев виçи çемьере миçе çын пурăннинче килет.