Пур хыпар та
Новости
24 Апрелӗн 2020, 19:35

Арçын лашапа шыв айне пулнă çул урлă каçнă

Архангельск районĕнчи Абзаново ялĕнчи пĕр урама Инзер юхан шывĕн çурхи ейĕвĕ шыв айне тунă. Çакăн пирки хăй куçĕпе курнă çын сăн ÿкерчĕк туса «Республика Башкортостан» Teleqram-канала ярса панă. Ун çине пăхсан лаша çинчи арçын шыв урлă каçнине курма пулать

Архангельск районĕнчи Абзанова ялĕнчи пĕр урама Инзер юхан шывĕн çурхи ейĕвĕ шыв айне тунă. Çакăн пирки хăй куçĕпе курнă çын сăн ÿкерчĕк туса «Республика Башкортостан» Teleqram-канала ярса панă. Ун çине пăхсан лаша çинчи арçын шыв урлă каçнине курма пулать.
Маларах Инкеклĕ лару-тăру министерствин Пушкăртстанри уйрăмĕ Абзаново ялĕнче шыв айне пулнă çула тата Усть-Басы, Тавакачево ялĕсенчи çуртсене (çурхи ейÿ сиен кÿме пултараканнисене) сăнаса тăнине пĕлтернĕччĕ. Инзерти шыв шайĕ хăпарнине пула пĕр çул участокĕ тата тăхăр çурт çумĕнчи лаптăксем шыв айне пулнă.
- Абзановăри Хабиров полковник ячĕллĕ урамри çул шыв айне пулнă. Çуртсемпе вĕсен çумĕнчи территорисене шыв-шур сиен кÿмен. Шыв айне пулнă çулăн тăрăшшĕ 55 метрпа танлашать, çав вăхăтрах çул анĕ (полотно) шыв айне пулнă шайĕ 10 сантиметр пулать. Инзер юхан шывăн шайĕ 325 сантиметра çитнĕ. Пĕтĕмĕшле шыв шайе чакни (2 см) палăрать,- тенĕ Инкеклĕ лару-тару министерствин вырăнти уйрăмĕнче. Çав вăхăтрах Абзаново ялĕнче пурăнакансем çуртсене çурхи шыв илни çинче хыпар туманнине пĕлтернĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас