Пур хыпар та
Новости
24 Апрелӗн 2020, 18:15

Кăшăлвируспа чирлисем хăш хулапа районта чи нумаййи?

Роспотребнадзорăн Пушкăртстанри управленийĕ республикăра кăшăлвируспа чи нумай чирлекен хуласемпе районсене палăртнă.

Роспотребнадзорăн Пушкăртстанри управленийĕ республикăра кăшăлвируспа чи нумай чирлекен хуласемпе районсене палăртнă.
Апрель уйахĕн 24-мĕшĕ тĕлне COVID-19 вируспа чирлисем Ĕпхÿ хулинче - 188, Пелепейĕнче - 42, Туймазăра -17, Кушнаренково районĕнче – 12, Октябрьски хулинче – 11 çын тесе пĕлтернĕ регионти Сывлăх сыхлав министертвинче иртнĕ брифинг вăхăтĕнче. Кармаскалă районĕпе Çтерлĕре тăххăршар кăшăлвирус ертнĕ пациента шута илнĕ. Зианчурапа Иглин районĕсенче тата Нефтекамск хулинче саккăршар чирлекен.
Роспотребнадзорăн хура списокне (СОVID-19-па чирлекенисем) пурĕ республикăри 59 хулапа район лекнĕ. Çакна та палăртса хавармалла: паянхи кун тĕлне кăшăлвирус инфекцине ертнисен шучĕ Пушкăртстанра 455 çынпа танлашать. Юлашки талăк хушшинче 33 çĕнĕ пациент хутшăннă.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас