Пур хыпар та
Новости
24 Апрелӗн 2020, 11:35

Пушкăртстанра сĕт суса илесси 19 пин тонна ÿснĕ

Çулталăк пуçланнăранпа республикăри ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем 215,7 пин тонна сĕт суса илнĕ. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан çак цифра 18,9 пин тонна чылайрах.

Çулталăк пуçланнăранпа республикăри ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем 215,7 пин тонна сĕт суса илнĕ. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан çак цифра 18,9 пин тонна чылайрах.
Çак кăтартусемпе Чекмагуш районĕнчи ял хуçалăх ĕçченĕсем малта пыраççĕ. Вĕсен пĕтĕмĕшле сăвăмĕ 18,7 пин тоннăпа танлашать. Иртнĕ çулхинчен 2,3 пин тонна ытларах пулать.
Çтерлĕ, Тÿртÿллĕ, Авăркас районĕсенчи хуçалăхсем вун пĕршер пин тонна ытла сĕт суса илеççĕ. Çавăн пекех лайăх ÿсĕм Илиш районĕ кăтартать. Паянхи куна пĕтĕмĕшле сăвăм 10 пин тонна ытла.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Читайте нас