Новости
25 Апрелӗн 2020, 11:15

Çуркуннехи хур-кайăк сунарне хирĕç

Пушкăртстан орнитологĕсем (кайăксемпе ĕçлекенсем) çуркунне шыв кайăкĕсене тытма сунара тухнине хирĕç пулнине пĕлтернĕ. Сунар сезонĕ апрель уйăхĕн 25-мĕшĕнче уçăлать те майăн 4-мĕшĕччен тăсалать.

Пушкăртстан орнитологĕсем (кайăксемпе ĕçлекенсем) çуркунне шыв кайăкĕсене тытма сунара тухнине хирĕç пулнине пĕлтернĕ. Сунар сезонĕ апрель уйăхĕн 25-мĕшĕнче уçăлать те майăн 4-мĕшĕччен тăсалать.
- Шыв кайăкĕсен çуркуннехи сунарĕ тĕрлĕ сăлтава пула килĕшÿсĕр шутланать. Çуркунне кайăксене пени вĕсем хăй хальлĕн вилнине саплаштараймасть, çухатусен çумне çеç хушăнать. Çуркуннехи сунарта хур-кăвакал аçисене пеме çеç юрать. Анчах та шыв кайăкĕсен çемйи аçипе аминчен тăрать-çке. Аçи пулмасан кайăксен çемйи те чăмăртанаймасть, апла пулсан чĕпсем те тухмаççĕ. Çуллахи-кĕрхи сунар хăйне евĕр «тухăç» пуçтарнине аса илтерет пулсан, çуркуннехи вара вăрлăх фондне пĕтернипе пĕрех. Раççейри тĕрлĕ регионти орнитологсем те хур-кăвакалсен чылай тĕсĕ чакнине, çакă çурхи сунарпа çыхăннине палăртаççĕ. Çавăн пекех çурхи сунар шыв кайăкĕсене тата ытти вĕçен кайăксене канăçсăрлантаракан сăлтав та пулса тăрать, - тесе пĕлтернĕ Раççейри кайăксене сыхлакан союзăн Тĕп бюро канашĕн председателĕ, «Янган-Тау» геопаркăн биологĕ Полина Полежанкина.
Раççейри Çут çанталăк министерствин пуçлăхĕ Дмитрий Кобылкин кăшăлвирус инфекцийĕ сарăлас хăрушлăха пула чарусене (ограничени) йышăннă май, регионсене çурхи сунар сезонне уçмасса сĕннĕ.Чылай регионсем çак сĕнĕве йышăннă, Пушкăртстан вара – çук. Мĕншĕн тесен çурхи сунар сезонне хăварма ыйтса 5 пине яхăн сунарçă алă пуснă.
Апла пулсан сунара çÿремен çынсен те ыйтусемпе шухăшсем çуралаççĕ.
- Ытти çынсем самоизоляци йĕркине пăхăннă чух мĕншĕн сунарçăсен ирĕккĕн çÿреме юрать-ха? Пулла кайма, чупма, вăрмана çитсе уçăлса çÿреме чарнă. Мĕншĕн вара сунара çÿреме юрать-ши? – ыйтать Полина Полежанкина.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Читайте нас