Мелеуз районĕнче полицейскисем Шуратăлта йĕркене пăсса пулă тытнă тĕслĕхе тупса палăртнă. Саккуна хирĕçле ĕç тунине пакунлисем Муллагулово ялĕ çывăхĕнче шута илнĕ.
Маларах çакă паллă пулнă: 42 çулхи арçын пулăсем вăлча сапнă вăхăтра тетелпе (сеть) пулă тытнă. Çакă вăл саккуна хирĕç тунă ĕç шутланать. Пăтăрмах пулса иртнĕ вырăнта йĕрке хуралçисем çăрттан тата уланкă (окунь), 50 метрлă тетел туртса илнĕ. Çапла майпа усал шухăшлă çын 3250 тенкĕлĕх сăтăр тунă тесе пĕлтерет ПР Шалти ĕçсен министерствин пресс-служби.
Раççей ШĔМĕн Мелеуз районĕнчи уйрăмĕн дознователĕ саккуна пăсса пулă тытнă арçын ячĕпе преступлениллĕ ĕç тунă тесе РФ Уголовлă кодексăн 256-мĕш статйипе уголовлă ĕç пуçарнă.