Ĕпхÿ районĕнчи Зубово ялĕ çывăхĕнче клиникăпа диагностика тăвакан вăхăтлăх инфекци центрне тума тытăннăранпа пĕр уйăх иртрĕ. Пĕтĕмĕшле унăн лаптăкĕ 16 пин тăваткал метрпа танлашмалла. Ăна планпа кăçалхи июнь уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне хута ямалла.
Паянхи кун строительство лапамĕнче монолит никĕссем хывассине вĕçленĕ, больницăн пилĕк корпусне пуçтарса хăпартас ĕçсем пыраççĕ. Пĕр корпусра урай сарас, шалти отделка ĕçĕсем пыраççĕ тата хутса ăшăтмалли оборудованисем вырнаçтараççĕ. Строительсем урамри тулаш сетьсене хывассипе, дублер çулсене (вĕсем тĕп çулпа юнашар тăсăлнă) йĕркене кĕртессипе ĕçлеççĕ.
Çакна та палăртса хăвармалла, çĕнĕ больницăра 100 палата пулмалла. Вĕсенчен 82-шĕ уйрăм бокс евĕр тата 18-шĕ реанимаци пайĕ. Унсăр пуçне 172 ÿпкене искуствăлла майпа вентиляци тумалли аппаратпа, 100 проценчĕпех кислородпа тивĕçтермелле. Асăннă учреждени 450 пациента йышăнма пултарать. Центр тытăмне çавăн пекех диагностика, дезинфекци, лаборатори, аптека тата тĕп стериализаци уйрăмĕсем кĕреççĕ. Строительсем обьекта май уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне туса пĕтерме шантараççĕ.
Больницăн чылай конструкцийĕсене республикăри предприятисем туса кăлараççĕ, вĕсемех тивĕçтереççĕ. Çакă тăкаксене чакарма тата строительство ĕçĕсене пĕр чăрмавсăр, кал-кал йĕркелеме май парать.
Пĕтемĕшле Зубово çывăхĕнчи инфекци центрĕ бюджетшăн 1,8 млрд тенке ларать. Çав шутра строительствăпа монтаж ĕçĕсем тума - 971 млн тенкĕ, медицина оборудованийĕ валли 826 млн кайĕ.