Новости
27 Апреля 2020, 12:20

Раççей гражданстви илме çăмăлрах пулĕ

Раççей Президенчĕ Владимир Путин Раççей гражданстви илессине ансатлатасси çинчен калакан указа алă пуснă. Маларах ют çĕршыв гражданĕсен икĕ заявлени, хăйсен çĕршывĕнчи гражданлăха хирĕçлесе тата Раççей гражданстви илме ыйтса çырнă пулсан, паянхи кун Раççей гражданстви илме çырни те çителĕклĕ. Халĕ вĕсен хăйсен çĕршывĕсенчи ятарлă органсене çитсе гражданлăхне хирĕçлесе заявлени çырнине çеç çирĕплетмелле.

Маларах СССР гражданĕсем пулнă, Раççей Федераци йышне кĕнĕ республикăсенче гражданлăхсăр пурăнакансем Раççей гражданлăхне ансат мелпе илме пултараççĕ. Вĕсен Раççейре икĕ-виçĕ çул пурăннине тата пурăнма саккунлă таххут пуррипе çуккине çирĕплетме кирлĕ мар. Çавăн пекех РФ гражданĕсемпе мăшăрланса Раççейре пурăнакансем (ачисем пур пулсан), ашшĕ е амăшĕ (пĕри пулсан та çителĕклĕ) РФ гражданинĕ пулсассăн ансат мелпе гражданлăх илме май пур. Ансат мелпе паракан гражданлăха Молдави, Украина, Белорусси, Казахстан республикисенче пурăнакансем те (Раççейре пурăнма ирĕк панă пулсан) илме пултараççĕ.
Гражданлăхсăр ют çĕршыв çыннисен РФ гражданлăхне илес тесессĕн Раççейри вĕрентÿ учрежденийĕсенче, наука организацийĕсенче 2020 çулхи июль уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн пĕлÿ илнисем малашне Раççейре виçĕ çул мар, пĕр çул çеç ĕçлемелле пулĕ. Асăннă саккун официаллă майпа пичетленĕ хыççăн 90 кунтан вăя кĕрĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас