Пур хыпар та
Новости
28 Апрелӗн 2020, 11:25

Килтен тухмасăр «Çĕнтерÿ вальсне» ташлама пулĕ

Пушкăртстан ытти регионсем пекех Аслă Çĕнтерÿ 75 çул тултарнине хăйне евĕрлĕ паллă тăвĕ. Апрель уйăхĕн 27-мĕшĕнчен республикăра «Çĕнтерÿ вальсĕ» чи илемлĕ акци вăй илнĕ.

Пушкăртстан ытти регионсем пекех Аслă Çĕнтерÿ 75 çул тултарнине хăйне евĕрлĕ паллă тăвĕ. Апрель уйăхĕн 27-мĕшĕнчен республикăра «Çĕнтерÿ вальсĕ» чи илемлĕ акци вăй илнĕ.
- Вăрçă вăхăтĕнче çак ташша пирĕн асатте-асаннесем ташланă. Кăçал килтен тухмасăр‚ тăвансемпе тата çывăх çынсемпе пĕрле асăннă акцие хутшăнма пулать‚ – ăнлантарса панă Пушкăртстанри çамрăксен политикин тата спорт министрĕ Руслан Хабибов.
Май уйăхĕн 7-мĕшĕччен кăмăл тăвакансем хăйсен ташшине видео çине çыртарса #ВальсПобедыБашкортостан хештегпа усă курса социаллă сетьре вырнаçтарма пултарĕç. Эстафетăна ыттисене те явăçтармалла.
- Ташша профессионалсен шайĕнче ташлани тĕп вырăнта тăмасть‚ чи кирли –уяв кăмăл-сипетне уçса пани. Вальс утăмĕсем питĕ ансат. Пĕтĕмлетÿсем тунă хыççăн чи лайăх видеосенчен «Майский вальс» («Май вальсĕ») юрăпа усă курса пĕр ролик тăвăпăр. Ăна телевиденипе тата социаллă сетьсенче кăтартĕç‚ – тесе çырнă Пушкăртстанри Спорт министерствин ертÿçи.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас