Пур хыпар та
Новости
29 Апрелӗн 2020, 12:20

Леонид Рошале Ĕç Геройĕ ята панă

Апрель уйăхĕн 27-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин Леонид Рошаль ача-пăча тухтăрне Ĕç Геройĕ ята парса чысланă. Çав кун врач хăйĕн 87-мĕш çуралнă кунне паллă тунă.

Апрель уйăхĕн 27-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин Леонид Рошаль ача-пăча тухтăрне Ĕç Геройĕ ята парса чысланă. Çав кун врач хăйĕн 87-мĕш çуралнă кунне паллă тунă. Рошаль Арменинче çĕр чĕтреннĕ вăхăтра ачасене çăлнă. Румыни, Ирак, Чечен вăрçисенче хăй тивĕçне пурнăçланă. 1992 çулта хирург Катастрофăсем вăхăтĕнче ачасене пулăшу паракан пĕтĕм тĕнчери фонда ертсе пынă. Врачсене инкеклĕ лару-тăру вăхăтĕнче ачасене пулăшу пама вĕрентмелли программа хатĕрленĕ.
Çавăн пекех Рошаль пĕчĕк пациентсене ÿпке тата хырăмлăх чирĕсенчен сиплемелли мелсене улшăнусем кĕртнĕ. Çак темăсемпе ăсчах доктор тата ученăй диссертацийĕсене хÿтĕленĕ. Вăл çине тăнипе Ача-пăча хирургийĕпе травматологийĕн наукăпа тĕпчев институчĕ уçăлнă. Кашни çул институт 90 пин ача йышăнать. Центрта çулсерен 3,6 пин ача-пăча реабилитаци иртет.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас