Владимир Путин регион пуçлăхĕсемпе апрель уйăхĕн 28-мĕшĕнче кăшăлвирус эпидемипе çыхăннă ыйтупа черетлĕ канашлу ирттернĕ. Унта çĕршыв пуçлăхĕ канмалли кунсемпе самоизоляци режимĕ май уйăхĕн 11-мĕшĕччен (май уйăхĕн 6‚7‚8-мĕшĕсем йăлана кĕнĕ канмалли кунсем çумне хушма канмалли кунсем пулаçççĕ) тăсăлнине пĕлтернĕ. Çавăн пирки РФ Президенчĕ май уйăхĕн 5-мĕшĕ тĕлне правительствăпа Роспотребнадзора май уйăхĕн 12-мĕшĕнчен карантинтан тухмалли тапхăр планне хатĕрлеме хушу панă.
- Раççей çыннисемпе унăн экономикине пулăшу пама çĕнĕ план кирлĕ. Çавăн пекех граждансен тупăшне тата экономика ÿсĕмне ура çине тăратмалли план çинчен те манмалла мар‚ – тенĕ Раççей Президенчĕ. – Эпидеми сарăлассине чарма пултартăмăр‚ анчах йывăр лару-тăру сыхланса юлать. Чир вăйланнă тапхăр иртмен-ха. Эпир çивĕч кĕрешÿ тапхăрĕ умĕнче‚ хăрушлăх çинчен манмалла мар. Вăл кашнине пырса тивме пултарать.
Патшалăх пуçлăхĕ Сывлăх сыхлав министерствине пĕтĕмĕшле çĕршывĕпе тата регионсенче татти-сыпписĕр мониторинг илсе пыма хушнă.
- Эпир малта пымалла‚ пурнăçри пулăмсен аталанăвĕн кирек хăш синкерлĕ сценарине те хатĕр пулмалла‚ – тенĕ Владимир Путин.