Пур хыпар та
Новости
30 Апрелӗн 2020, 17:50

Канадăпа тата Китайпа инвестици проекчĕсем пурнăçа кĕртесси пирки килĕшÿ тунă

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров сывлăх сыхлав тата курортсен сферисенче пĕрле ĕçлеме, инвестици проекчĕсене аталантарма InterHealth Канада тата IHDpay group Китай компанийĕсемпе тунă килĕшÿсене алă пусса çирĕплетнĕ. Килĕшĕве алă пусасси «Тĕнче кăшăлвирус хыççăн» («Мир после коронавируса») халăхсен хушшинчи пĕрремĕш онлайн-форум вăхăтĕнче иртнĕ.

Республика пуçлăхĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, килĕшĕве хутшăннисем республикăра малашлăхра кирлĕ медицина сферисене суйласа илме, вĕсемпе çыхăннă инвестици, наукăпа тĕпчев проекчĕсене пурнăçа кĕртме, санаторипе курорт отраслĕсене, лаборатори диагностикин технологисене аталантарма палăртаççĕ.

- Халĕ самоизоляци тапхăрĕпе пандеми хăçан вĕçленесси паллă мар пулсан та эпир экономика малашне мĕнле пуласси çинчен шухăшлатпăр. Çавăнпа эпидеми вĕçленсен ĕçе хăвăрт пуçăнма паян пĕчĕк утăмсем тăватпăр, - ăнлантарса панă Радий Хабиров.

Инга АЛЕКСЕЕВА.

Читайте нас