Новости
30 Апреля 2020, 12:20

Пушар хуралĕ кунне çĕнĕ техника

Апрель уйăхĕн 30-мĕшĕ – Раççейре пушар хуралĕн кунĕ. Уяв кунĕнче Пушкăртстан Правительствин премьер-министрĕн çумĕ Ирек Сагитов Нефтекамскри Амзя ялĕнчи пушар чаçне çĕнĕ автоцистерна уççине парса хавхалантарнă.

Апрель уйăхĕн 30-мĕшĕ – Раççейре пушар хуралĕн кунĕ. Уяв кунĕнче Пушкăртстан Правительствин премьер-министрĕн çумĕ Ирек Сагитов Нефтекамскри Амзя ялĕнчи пушар чаçне çĕнĕ автоцистерна уççине парса хавхалантарнă.
18 млн тенкĕ тăракан ятарлă техникăна «Республикăра 2030 çулччен пушарпа кĕрешессине аталантармалли стратеги» программăпа килĕшÿллĕн республика бюджечĕн укçи-тенкипе туяннă. Пусмаллă автоцистернăпа пушар сÿнтерме тата инкеке лекнисене пулăшу пама (24 метр çÿллĕш нумай хутлă çуртсем çине хăпарма) пулать.
ПР Инкеклĕ лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх‚ 2019 çулта çĕнĕ пушар депоне Белорецк районĕнчи Çÿлти Авзян ялĕнче хута янă‚ Кушнаренко районĕнчи Кушнаренко салинче стороительство ĕçĕсем вĕçленнĕ. Унсăр пуçне республикăн çурçĕр-тухăç районĕсенче пушарпа кĕрешекен тата Пушар профилактикин çĕнĕ центрĕсене йĕркеленĕ. Вĕсенче 43 çын ĕçлет.
2020 çулта Гафури районĕнчи Красноусольский ялĕнче хута ямалли пушар депо проектне туса пĕтернĕ. Çавăн пекех Нефтекамскри Амзя тата Ишимбай районĕнчи Сайраново ялĕсенче депо хăпартмалли проектсене пăхса тухма тытăннă.
Кăçал Пушкăртстан бюджетĕнчи укçа-тенкĕпе тата 6 автоцистерна‚ 30 кăкармалли пушар техники туянма палăртаççĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас