Новости
2 Мая 2020, 10:55

Маргарита Болычева - тулаш экономика çыхăнăвĕсен комитечĕн ертÿçи

Пушкăртстан Пуçлăхĕн Радий Хабировăн указĕпе килĕшÿллĕн Маргарита Болычевана ПР Тулаш экономика çыхăнăвĕсемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ пулма шаннă. Вăл малашне республика правительствинче чи çамрăк чиновник пулĕ.

Болычева Маргарита Дмитриевна 1993 çулхи август уйăхĕн 3-мĕшĕнче Мускав хулинче çуралнă. М.В.Ломоносов ячĕллĕ Мускаври патшалăх университетĕнче тата «Экономикăн аслă шкулĕ» наци тĕпчев университетĕнче вĕреннĕ. Çавăн пекех М.В.Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университетĕнче аспирантура пĕтернĕ.
Ĕç биографине 2016 çулта «Медиа-контент» ОООра тĕнчери информаци службин продюсерĕнчен пуçланă. 2017 çулта «Медиа-контент» ОООра продюсерсен службин продюсерĕ пулса ĕçленĕ. 2018- 2019 çç «Ялтăри тĕнче экономикин форумĕ» фондăн PR-менеджерĕ пулнă. 2019 çултах ăна«Ялтăри тĕнче экономикин форумĕ» фондăн директор çумĕ пулма шаннă. 2019 – 2020 çç - автономлă коммерципе çыхăнман организацин директорĕ. Çак организаци Пушкăртстан Республикин «Офис-группа» Конгрес-бюрон халăхсен хушшинчи тата тĕнчери хутшăнусене аталантарас енĕпе ирттерекен мероприятийĕсене хатĕрлес тата пурнăçа кĕртес енĕпе ĕçлет. 2020 çулта ПР Тулаш экономика çыхăнăвĕсемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕн çумĕ пулнă, март уйăхĕнчен пуçласа асăннă комитетăн ертÿçин тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçланă.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас