Кăçалхи пĕрремĕш квартал пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Пушкăртстанра выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ туса илесси ÿснĕ тесе пĕлтерет ПР Ял хуçалăх министерстви. Çакна Башстат та çирĕплетет. 2020 çулхи январь-март уйăхĕсенче ĕне-выльăх тата кайăк-кĕшĕк какайĕ туса илесси, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 35,6 %, сĕт сăвасси – 7,6 %, чăх-чĕп çăмарта тăвасси 3,4 % ÿснĕ
Ял хуçалăх предприятийĕсенче пĕрремĕш кварталта пĕр ĕне пуçне сĕт сăвасси 1366 килогрампа танлашнă. Иртнĕ çул 1252 килограмм пулнă. Чăхсем çăмарта тăвасси 73 çăмартапа тÿр килет, 2019 çулта – 70 çăмарта.