Новости
4 Мая 2020, 13:45

Шыв шайĕ чакма пуçланă

Апрель уйăхĕн 4-мĕшĕ тĕлне Пушкăртстанри пысăк юхан шывсенче шыв шайĕ пĕчĕккĕн чакма пуçланă. Иртнĕ талăкра Çтерлĕ хули çывăхĕнче Шуратăлта шыв 4 сантиметр чакнă. Бочкарева ялĕ çывăхĕнче Тим (Дема) 4 см, Уфа юхан шыв Шакша тĕлĕнче 24 см аннă.

Кăçал çурхи ейÿ вăхăтĕнче шыв хăпарасси палăртнинчен сахалрах килсе тухнă. Прогноз тăрăх Шуратăлăн шайĕ Ĕпхÿ çывăхĕнче 700-800 сантиметр пулмалла пулнă, чăннипе вара вăл 646 см çитнĕ, Шакша патĕнче Уфа 750-850 см вырăнне 709 сантиметрпа танлашнă. Бочкарева тĕлĕнче Тимĕн шыв шайĕ 232 см хăпарнă (прогноз тăрăх 570 – 670 см палăртнă).
Республикăри чи пысăк виçĕ юхан шывран пĕри те улăх-çарансене сарăлса шыв айне тăвайман. Шыв айне ытларах уйрăм вырăнсем пулнă. Çав шута çулсен хĕрринчи айлăмрах лапамсемпе уйрăм çуртсем вырнаçнă районсем кĕреççĕ. Çав вăхăтрах 2018-2019 çулсенчи ейÿпе танлаштарсан кăçал Пушкăртстанри юхан шывсенче шыв шайĕ хăпарни 1,5-2 хут пысăкрах пулни палăрать.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас