Новости
5 Мая 2020, 14:10

Акци вăхăтĕнче 58 пин йывăç лартнă

«Симĕс Пушкăртстан» акципе килĕшÿллĕн 77 муниципалитетра пĕтĕмĕшле 58 пин тĕп йывăç лартнă.

«Симĕс Пушкăртстан» акципе килĕшÿллĕн 77 муниципалитетра пĕтĕмĕшле 58 пин тĕп йывăç лартнă. Вĕсенчен виççĕмĕш пайĕ шултра йывăç шутланать. Муниципалитсенче ытларах лăсăллă йывăçсем (40 пине яхăн чăрăшпа хыр) суйласа илнĕ. Çавăн пекех 9‚4 пин хурăн тата 5 пин çăка «çĕр аллине панă». Ĕçсене 29 паркра‚ 22 скверта‚ 11 садра тата 13 мемориаллă комплекспа асăну вырăнĕсенче йĕркеленĕ.
Асăннă акцие 12 пин ытла çын хутшăннă. Вĕсем 550 техникăпа усă курнă. Ытларах йывăçсене коммунальщиксемпе волонтерсен‚ депутатсемпе администраци ĕçченĕсен вăйĕпе лартнă. «Симĕс Пушкăртстан» акцие хутшăнакансене харпăр хÿтĕлевĕн хатĕрĕсемпе тивĕçтернĕ.
Ĕпхÿре акцие уйрăм бизнес хастарĕсем те хутшăннă. Вĕсем хăйсен укçи-тенкипех лартмалли материал та туяннă. Нефтекамск хулинче вара йывăçсем çине чипсем вырнаçтарнă . Чипсем тăрăх йывăçсен çулне‚ вĕсен «сывлăхне»‚ санитари мероприятийĕсене ирттермелли вăхăта‚ йывăçсене хăçан тата кам лартнине пĕлме пулĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас