Пур хыпар та
Новости
5 Майӑн 2020, 19:40

Вăрçă ветеранĕсене апат-çимĕç пуххисемпе тивĕçтерĕç

Май уйăхĕн 7-мĕшĕнчен пуçласа волонтерсем Пушкăртстанри ветерансене апат-çимĕçрен тăракан парнесене валеçме тытăнĕç. Вĕсемпе 62 муниципалитетра пурăнакан 932 Тăван çĕршывăн аслă вăрçин ветеранне тивĕçтерĕç.

Май уйăхĕн 7-мĕшĕнчен пуçласа волонтерсем Пушкăртстанри ветерансене апат-çимĕçрен тăракан парнесене валеçме тытăнĕç. Вĕсемпе 62 муниципалитетра пурăнакан 932 Тăван çĕршывăн аслă вăрçин ветернне тивĕçтерĕç.
Канашлу умĕн Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров парнесен тытăмĕпе хăй паллашнă. 3,5 пин тенкĕ тăракан парнене пахча çимĕçсем, улма-çырла, консервăсем, аш-какайран, пулăран тунă апат-çимĕç, конфетсем, çав шутра хамăр республикăра туса кăларнă ĕне какайĕ, сыр тата пыл кĕреççĕ.
- Апат-çимĕç пуххисем çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрма ыйтатăп. Волонтерсем апат-çимĕçсене тĕрĕслеччĕр, мĕншĕн тесен вĕсен хушшинче час пăсăлакан улма-çырла, пахча çимĕçсем те пур. Уяв умĕн ватăсен кăмăлне хуçас пулсан пире намăс пулĕ, - тенĕ Радий Хабиров.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Читайте нас