Новости
6 Майӑн 2020, 06:25

Дистанциллĕ вĕрентÿ валли – планшетсем

Май уйăхĕн 5-мĕшĕнче «Пĕрлĕхлĕ Раççей» хута янă «Килте вĕренме пулăш» Федераллă программăпа килĕшÿллĕн партийĕн Регионти обществăлла приемнăйĕ республикăри муниципалитетсене 500 планшет панă. Вĕсем нумай ачаллă тата укçа-тенкĕ енчен çителĕксĕр, 11-мĕш класра вĕренекен ачисем пур çемьесене çитĕç.

Планшетсем валеçессине дистанциллĕ вĕрентÿ программине пурнăçа кĕртес тĕллевпе, выпускниксем экзаменсене ăнăçлă тытса аслă вĕренÿ заведенийĕсене, колледжсене вĕренме кĕччĕр тесе йĕркеленĕ. Вĕсене Республика Пуçлăхĕн Радий Хабировăн пуçарăвĕпе, Раççейри юристсен ассоциацийĕ уйăрнă укçа-тенкĕпе туяннă.
Асăннă техникăна маларах 200 яхăн çемье илнĕ. Çĕнĕ тата усă курнă гаджетсемпе тĕрлĕ шайри депутатсем, организацисем, предпринимательсемпе ырă чунлă, ыттисемшĕн пăшăрханакан çынсем тивĕçтернĕ. Вĕсем ятарлă пункта ноутбуксем, планшетсемпе компьютерсем илсе килнĕ.
Ĕпхÿ, Çтерлĕ, Салават хулисем хăйсен выпускникĕсене кирлĕ техникăпа хăйсемех тивĕçтернĕ. Çавăн пекех темиçе муниципалитетра нумай ачаллă тата укçа-тенкĕ енчен çителĕксĕр, 11 тата 9 классенче вĕренекен ачисем пур çемьесене компьютерсемпе тивĕçтересси çинчен шутлаççĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас