Ĕпхÿ хулине ĕмĕрлĕхех упрама 112-мĕш Пушкăрт кавалери дивизийĕн командирĕн Минигали Шаймуратовăн «Ылтăн çăлтăр» медальне илсе килĕç. ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров хăйĕн Фейсбукри страницинче пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтерĕшлĕ те вăрах вăхăт кĕтнĕ пулăм май уйăхĕн 9-мĕшĕнче иртĕ.«Мускавран Ĕпхĕве ĕмĕрлĕхех упрама генерал-майорăн, Раççей Геройĕн Минигали Шаймуратовăн «Ылтăн çăлтăр» медальне илсе килĕç. Ку хулашăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм пулĕ. Эпир Çăлтăр илсе килекен самолета аэропортра кĕтсе илĕпĕр. Çар колоннипе ăна хулан тĕп урамĕсем тăрăх илсе çÿрĕпĕр, ун хыççăн Советски площаде таврăнса чаплă генералăн ытти япалисем упранакан Наци музейне парăпăр. Пур церемоние те БСТ телеканалăн тÿрĕ эфирĕнче курма май пулĕ. Паллах, урамсенче çынсем пуçтармăпăр. Халĕ лару-тăру çăмăл мар пулин те пултаруллă ентешĕн тивĕçлĕ наградине музее ахаль çеç леçсе пама пултараймастпăр», - тенĕ Пушкăртстан Пуçлăхĕ.
Малашне чаплă дивизи командирĕн наградисем пĕр вырăнта упранĕç, вĕсемпе республикăра пурăнакан ытларах çын паллашма пултарĕ.
Пушкăртстан Шаймуратова Совет Союзĕн Геройĕ ятне пама 1948 çултах ыйтнă. Малтан çар пуçлăхĕсенчен пĕри хирĕç пулнă, каярах çĕршывра уйрăм çынна асла хунипе (культ личности) кĕрешнĕ. 1958 çулта Совет Союзĕн Маршалĕ Семен Буденый паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнă генерала награда пама ыйтса çыру çырнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен вĕçĕнче те çак ыйтупа ĕçлемен мар. Анчах та пĕр чăрмав пулнă. Йĕрке тăрăх, çар çынни мĕнле лару-тăрура вилни паллă пулмалла. Вĕсем вара çук. Историксен шухăшĕсем тĕрлĕрен. Генерал Ворошиловоград (халĕ Луганск) хулинчен çапăçу операцине ăнăçлă пурнăçласа таврăннă чух вилнĕ. Ыйтăва Радий Хабиров ыйтнипе пурнăçа кĕртнĕ. РФ Президенчĕ В. Путин йĕркене шута илмесĕр хăйĕн указĕпе Минигали Шаймуратова вилнĕ хыççăн «Раççей геройĕ» ята пама йышăннă.
Надежда РОДИОНОВА.