Вьетнам çĕр ĕçченĕсем «БашИнком» наука çитĕнĕвĕсене ĕçе кĕртекен предприяти туса кăларакан продукцийĕн пахалăхне тивĕçлĕ хак панă. Вырăнти ял хуçалăх продукцийĕ çитĕнтерекен аграрисем те Пушкăртстанран илсе килнĕ çут çанталăк биопрепарачĕсене килĕштернĕ. Ял хуçалăх енĕпе ĕçлекен паллă журналист Владимир Мазин пĕлтернĕ тăрăх‚ биопрепаратсем тĕш тырă культурисене‚ пахча çимĕçсене ÿстерме тата вĕсен тухăçне пысăклатма пулăшаççĕ.
Нумай пулмасть асăннă предприяти Вьетнам çĕршывне «Кормилица – Микориза Башкирская» çĕнĕ препарат ăсатнă.
«Симбио» компанин официаллă представителĕ Нгуен Зунг хуçалăхра препаратпа усă курни тухăç виçин кăтартăвĕ малтан палăртнинчен пысăкрах пулнине пĕлтернĕ. Биопрепаратпа ÿстернĕ помидорсен калчисем сывлăхлă‚ тымар тытăмĕ çирĕп çитĕннĕ.
- Тĕлĕнтермелли препаратпа мĕн пур тĕнчене тăрантма пулать – тенĕ Нгуен Зунг. – Нимĕнле хими те‚ хушма минерал тытăмлă им-çам та кирлĕ мар.
Микориза калчасен тымарĕ тавра кăмпа тымарĕ йĕркелет. Вăл темиçе теçеткепе çĕршер метра тăсăлать. Ÿсен-тăрансене шывпа «апат» тупма пулăшать. Çакна «БашИнком» наука çитĕнĕвĕсене ĕçе кĕртекен предприятийĕн ăсчахĕсем курăнмалла кăтартса панă.
Биологи наукисен докторĕ Владислав Сергеев шухăшĕпе‚ микориза ял хуçалăх культурисен пысăк тухăçне илме май парать. Сăмахран‚ помидорсемпе ирттернĕ опыт тăрăх‚ препаратăн пысăках мар виçи вĕсен тухăçне 1‚5-2 хут ÿстернĕ. Унсăр пуçне вăл пахча çимĕçĕн тутине те лайăхлатнă.
- 500 миллион çул каялла ÿсен-тăрансем микоризăллă кăмпасемпе «туслашнă». Вĕсем ÿсен-тăрансен тымарĕ çинче ÿсеççĕ. Унтан вĕсене азотпа‚ калипе тата ытти элементсемпе‚ фосфорпа та тивĕçтереççĕ‚ – тенĕ ăсчах.