Новости
7 Майӑн 2020, 07:05

Çул çинчи инкеке пула пăши вилнĕ

Пушкăртстанта «Лада Ларгус» рулĕ умĕнчи водитель пашие вĕлермелле çапса хăварнă.

Пушкăртстанта «Лада Ларгус» рулĕ умĕнчи водитель пашие вĕлермелле çапса хăварнă.

Иглин районĕнче каçхине Самара - Ĕпхÿ - Челябинск трассăн 1541-мĕш çухрăмĕнче «Лада Ларгус» автомобиль чĕр чунпа çапăннă. Ĕпхÿ хулинче пурăнакан 45 çулхи водитель каланă тăрăх, вăл çемйипе республикăн тĕп хули еннелле автомобильпе пынă чух ăнсăртран каçхи сĕмрен çул çине пăши сиксе тухнă. Çул синчи пăтăрмаха пула водительпе унăн виçĕ çулхи ывăлĕ суранланнă, вăрман чĕр чунĕ вилнĕ.

Пушкăртстан Республикин Çулçÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, май уйăхĕн 5-мĕшĕнче республикăри çулсем çинче 3 транспорт инкекне регистрациленĕ. Вĕсенче виçĕ çын суранланнă.

Инга АЛЕКСЕЕВА.

Читайте нас