Новости
8 Майӑн 2020, 08:45

Дисциплина уставне çĕнĕлĕх кĕртнĕ

Çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин Раççейри Хĕç-пăшаллă вăйсен дисциплина уставне çĕнĕлĕх кĕртнĕ. Унпа килĕшÿллĕн çар çыннисен службăра мĕн пулса иртни çинчен интернетра тата массăлла информаци хатĕрĕсенче хыпарлама юрамасть.

Çакăн пек чарусен шутне çар çынни мĕнле çар тĕсĕнче хĕсметре тăнине, ытти салтаксемпе офицерсен даннăйĕсене пĕлме май парать пулсан вăя кĕрет. Унсăр пуçне пакунлă çын службăран кайсан та ун çинчен тата тăванĕсемпе çывăх çыннисем пирки, вĕсем ăçта пурăннине пĕлтерме юрамасть.
Çавăн пекех çар управлени органĕн ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă хыпарсене те салатма чарнă. Кунта управлени ăçта вырнаçнине тата хăш вырăна куçса кайнине хыпарламалла маррине шута илмелле.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас